Авӑнан 11-мӗшӗнче Улатӑр округӗнчи 43 ҫулти арҫын вӑй пӗтнине, кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратнине туйнӑ. Тӑрук сывлӑш ҫитме пӑрахнӑ, сивӗ тар тапса тухнӑ. Арӑмӗ часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Унӑн инфаркт иккен. Ӑна Улатӑрти тӗп пульницӑна илсе ҫитернӗ. Пациент хӑйне япӑх туйнӑ. Ҫитменнине, вӑл чӗре чирӗпе унччен те аптӑракаланӑ. Тухтӑр ӑна Регионти юн тымарӗсен центрне леҫме йышӑннӑ.
Пациента Шупашкара, Республикӑри клиника пульницине, санавиаципе илсе ҫитернӗ. Халӗ арҫын хӑйне йӗркеллех туять.
Шупашкарти тухтӑрсем малашне Дэвид операцине тӑвӗҫ. Ку - чӗре чирӗсене сиплемелли ҫӗнӗ мел.
Ҫак операцие тусан пациентсем юн кӗвелнине пӗтерекен эмелсене ӗҫмесӗрех пурӑнма пултараҫҫӗ. Ку кӑткӑс операцие Республикӑри кардиологи диспансерӗн тухтӑрӑсем пурнӑҫлаҫҫӗ.
Пӗрремӗш пациент Улатӑр округӗнчи Кире поселокӗнчи Александр Иванов пулнӑ. Унӑн - чӗре чирӗ. Унччен вӑл пуҫ ҫаврӑннине, сывлӑш ҫитменнине, кӑкӑр тӗлӗнчен хӗснине туйнӑ. Халӗ вара, операци хыҫҫӑн, унпа йӑлтах йӗркеллӗ.
Ҫӗмӗрле округӗнче Республикӑри шыравпа ҫӑлав службин ҫӑлавҫисем вӑрманта ҫухалса кайнӑ кинемее киле ҫитме пулӑшнӑ.
Кинемей ҫухални пирки пӗрлехи службӑна ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 11 сехет те 37 минутра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ватӑ хӗрарӑм Анат Кӑмаша ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта аташса кайни пирки хыпарланӑ. Вӑл унта кӑмпа пуҫтарма кайнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна тухса кинемее часах тупнӑ. Аса илтерер: «Лиза Алерт» ушкӑн Улатӑр округӗнчи Кире поселокӗнчи Геннадий Рогулина шырать. Вӑл та вӑрманта ҫухалнӑ.
Улатӑр округӗнчи Кире поселокӗнче пурӑнакан Геннадий Рогулев вӑрмана кайсан ҫухалнӑ. Халӗ ӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ.
64 ҫулти Геннадий Иванович ӗнер ҫухалнӑ. Вал вӑрмана кайни паллӑ. Арҫын 176 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, куҫӗ ҫутӑ хӑмӑр, ҫӳҫне шакла хырнӑ. Килтен кайнӑ кун тӗттӗм куртка, хура шӑлавар, хура калуш тӑхӑннӑ.
Геннадий Рогулева куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52, 8 952 020-35-57 Елена (Касатка) , 8 919 666-66-80 Наталия (Симба) .
Улатӑр округӗнчи Злобино ялне ҫитмешкӗн пӗртен-пӗр кӗпер кӑна пур. Вӑл та пулин хавшак, кивелнӗ. Кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Алатырь» ушкӑнра ҫырнӑ.
Кӗпер тӗревне шыв та ҫисе кайнӑ. Ун тӑрӑх вара йывӑр техника та каҫса ҫӳрет. Кӗпер ишӗлсе ансан машинӑсем урӑх ниҫтан та кӗрсе ҫӳреймӗҫ.
Улатӑр округӗнчи Чуварлей ялӗнче пурӑннӑ ватӑ арҫын аварире вилнӗ. Унӑн машини ҫине микроавтобус пырса кӗнӗ.
Авари ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Шупашкар – Сӑр» ҫул ҫинче Улатӑр округӗнче пулнӑ. Ока машина ҫине микроавтобус пырса кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫӑмӑл машина кювета чӑмнӑ. Унӑн водителӗ, ватӑ арҫын, ҫавӑнтах вилнӗ.
Микроавтобус рулӗ умӗнче Тольяттири арҫын пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫул ҫинче дистанцие пӑхӑнмасӑр пынӑ.
Республикӑри 10 округ Сосновский пултӑранӗпе кӗрешме хушма укҫа ыйтнӑ. Вӗсен йышӗнче - Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Елчӗк, Патӑрьел округӗсем. Вӗсене пӗтӗмпе 4,5 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫапа 2,85 тӑваткал ҫухрӑм лаптӑк ҫинчи Сосновский пултӑранне пӗтерме май парӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫак наркӑмӑшлӑ курӑкпа кӗрешме 11,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ваза, карҫинкка, ҫӑпата... - Улатӑр округӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пурӑкан Виталий Андреев хӑваран тӗрлӗ япала ӑсталать. 84-ри Виталий Афанасьевича таврара лайӑх пӗлеҫҫӗ, мӗн те пулин ӑсталаса пама ыйтаҫҫӗ.
Вӑл мӗн ачаранах хӑваран тӗрлӗ япала ӑсталать. Вӗсем пилӗк пӗртӑван ашшӗсӗр ӳснӗ. Ҫӑмӑл пулман. Виталий Андреев 5-мӗш класрах ҫӑпата хуҫма вӗпеннӗ.
Виталий Афанасьевич ҫуркунне хӑва касма пуҫлать те хӗлӗпех тӗрлӗ япала ӑсталать. 10 ҫул каялла вӑт Хусан театрӗ валли 85 мӑшӑр ҫӑпата ӑсталаса панӑ.
Чӑваш Енре хуҫалӑхсем вырмана тухнӑ. Ку ӗҫе пӗрремӗш Елчӗк тата Улатӑр муниципаллӑ округӗсем пуҫӑннӑ.
Улатӑр тӑрӑхӗнчи «КиПиАй» кӗрхи тулла вырма тухнӑ. Хальлӗхе 50 гектар ҫинчи тырра пухса кӗртнӗ.
Елчӗк округӗнчи «Прогресс» хуҫалӑхра пӑрҫа выраҫҫӗ. 20 гектар ҫинче ӗҫ вӗҫленнӗ ӗнтӗ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнче сивӗ пулчӗ, юр ҫурӗ пулсан та республикӑра вырмана ытти чухнехи пекех вӑхӑтра тухнӑ. Пӗлтӗр вырмана утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухнӑ.
Улатӑр муниципаллӑ округӗнчи Суйкӑн ялӗ ҫывӑхӗнче вӑрман патӗнчи ҫӗр ҫине пӗрисем ҫӳп-ҫап тӑкса тултарнӑ. Пластик кӗленче, хутаҫ, кирпич, ҫӗрӗк курӑк, строительство юлашки. Ҫавӑн пек майпа икӗ вырӑна тирпейсӗрленӗ.
Йӑлари каяша кам пырса тӑкнине палӑртма май килмен енне ҫӗрӗн хуҫине – вырӑнти муниципаллӑ округа – тасаттарӗҫ. Кун пирки прокуратура пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.